Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ват вӑрманта (Ю. Петухов)

Кӗрхи варманта, пӗчӗк уҫланкӑра
Пӗр ватӑ ҫын — шухӑшсем те таҫта.
Шуралнӑ ҫӳҫсем, ҫивӗч мар та куҫсем —
Ҫапах куҫҫӳль тӑкаҫ вӗсем.

Ҫак ват вӑрманта нумай ҫул каялла
Вӑрман хуралҫин пысӑк ҫурчӗ тӑратчӗ.
Никам та пулман унӑн ҫак кил-ҫуртра,
Пӗр йытӑ ҫеҫ чун йӑпататчӗ.

Хуралҫӑ ирпе йыт сассипе тӑратччӗ
Мулкач е пӑши, хир сыснипе улачӑ —
Куҫран вӗҫертмен, нихӑҫан хӑрамастчӗ,
Чунне парса куҫа сыхлатчӗ.

Хӗвел пайӑрки вӑрмана ҫутатсан,
Ҫын хӑй пӑшалне ҫурӑм урлӑ ҫаксассӑн,
Хӑлха тӑратса ют шӑрша шыраса,
Йытӑ ҫынран нихҫан юлмастчӗ.

Пӗркун чӑтлӑхра ҫывӑх тус темшӗн тӑчӗ.
Вӑрман хуралҫи пӑшалне авӑрларӗ,
Сасартӑк ума хаяр сас кӑларса,
Упа Улӑп пек тухса тӑчӗ.

Янрарӗ пӑшал ҫӑхансене хӑратса.
Тепре авӑрлас — анчах вӑхӑт ӑҫта?
Малти урипе, хӑй упа вӑйӗпе
Ҫынна амантрӗ ӗмӗре.

Амманнӑ упа вӑйлӑрах хаярпа
Сикрӗ йытӑ ҫине усал юн юхтарса.
Пӗр шухӑш пуҫра — ҫӑлмалла хуҫана,
Юн пӗтиччен ҫапӑҫмалла.

Хурл кӗввине лӑпкӑ ҫил шӑхӑрать —
Ҫынна тӑн кӗрсен йыттине йыхӑрать,
Анчах ҫывӑх тус сас памасть, сывламасть
Упа мӑйне те яраймасть.
Анчах ҫывӑх тус сас памасть, сывламасть
Упа мӑйне те яраймасть.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-08-28 13:35:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3741 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем